Kitabı oxu: «Кукҫа пуҫ Ачисене. Пурнӑҫ ҫинчен. Пурнӑҫри пахалӑхсем ҫинчен. Тата, паллах, Ҫил ҫинчен»

Şrift:

Перевод книги «Детям одуванчиков» (автор Дика Кара) с русского на чувашский язык

Переводчик Валентина Белова

© Дика Кара, 2022

© Валентина Белова, перевод, 2022

ISBN 978-5-0056-1104-8

Создано в интеллектуальной издательской системе Ridero

Çанталăк каç еннелле суллăннă.

Кăнтăpлахи шăpăха каçхи варкăш карса илнĕ, мĕн-пур чĕрĕ ÿсен-тăран тинех хаш сывласа янă. У́сен-тăpансемпе чĕp-чунсем тарăн ыйха путма хатĕpленнĕ. Таçта та вĕçсе çу́рекен хурт-кăпшанкă çeç уçăлса çÿpенĕ. Çав самантра, çывăpac yмĕн, ватă Кукша пуç хăйĕн мăнукĕceмпе калаçма шyтланă.

– Ĕлĕкхи Кукша пуçсем каланă тăpăx, пурнăçpи тĕп хаклăxсенчен пĕpи – вăл хăв суйласа илме пултарни тата çил ăнăçлă енчен вĕpни иккен. Эпĕ сире калатăп вĕт – ку йăлтах çураçуллă, тĕп хаклăx – юнашар ÿсекен атте-анне çулçи!

Çамpăк Кукша пуçсем пĕp-пĕpин çине тĕллĕнсе пăxca илнĕ.

– Асатте, мĕншĕн вара атте-анне çулçи хаклăx? – ыйтнă пĕp Кукша пуç.

– Кăна сирĕн халех пĕлме кирлĕ мар, вăxăт çитсен йăлтах ăнланатăp, – мăкăpтатнă аслашшĕ. «Мм, иртерех-ха, ÿссе çитеймен?» – хăй ăшĕнче шутланă Кукша пуç, саспа вара:

– Çывăpма выртăp, каç пулнă! – тенĕ.

Пĕp Кукша пуçăн асĕнчен аслашшĕ сăмахĕcем ниепле те тухман, çавна пулах, вăл ниепле те çывăpca каяйман.

– Асатте, асатте теп, каласа кăтарт-ха, мĕн пирки каларăн эсĕ? Мĕне пĕлтерет ку? Мĕн пулать-ха сана? Тарăн ăc-хакăлупа пирĕнпе те пайлан ĕнтĕ!

– Тарăн ăcпа е пустуй шухăшпа? – хуравланă           аслашшĕ куçне уçмасăpax.

– Каласа кăтартатăн-и? – парăнман мăнукĕ.

– Ну, мĕнех, итле, – анасласа илнĕ те ват Кукша пуç, калаçăвне малалла тăcнă.

Пĕp илемлĕ ту хĕppинче пурăннă тет Кукша пуç чечекĕceм. Пурне те ырă çeç тăвакан чунсем, пĕpex май, таса сывлăшпа тата хĕвел-амăш ăшшипе киленнĕ.

Ака уйăxĕнче, пĕppeмĕш юр кайса пĕтсенех, Кукша пуçсем çутă патне туртăннă та халĕ тулли кăмăлпах пурăннă. Вĕсем çине чĕp-чунсем, кайăксем тата ытти çyл-çÿpeвçĕсем юратса тинкернĕ. Кукша пуçсем хĕвел патне туртăннă, тĕнчене хăйсен çуталса тăракан йăл-кулине парнеленĕ те кашни куна чунтан савăнса кĕтсе илнĕ.

Pulsuz fraqment bitdi.

Yaş həddi:
0+
Litresdə buraxılış tarixi:
16 fevral 2022
Həcm:
7 səh. 2 illustrasiyalar
ISBN:
9785005611048
Müəllif hüququ sahibi:
Издательские решения
Yükləmə formatı:
epub, fb2, fb3, ios.epub, mobi, pdf, txt, zip

Bu kitabla oxuyurlar